Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ҫывӑрма каятӑп тенӗ те… ҫухалнӑ. Тӑванӗсем вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 53 ҫулти Светлана Михайлова, Коммунистсен урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра пурӑнаканскер, каҫхине килте хӗрӗпе, мӑнукӗпе пулнӑ. Хӗрарӑм ҫывӑрма каятӑп тесе пӳлӗме кӗнӗ. Вӑл чӑнах та хӑйӗн патӗнче телевизор пӑхнӑ.
Ирхине хӗрӗпе мӑнукӗ вӑраннӑ – тӑванӗ пӳлӗмре ҫук, телевизор кӑна ӗҫлесе ларнӑ. Унччен амӑшӗ кун пек килтен тухса кайман, киле пӗр кун ҫеҫ килменни пулкаланӑ. Тӑванӗсем ун патне шӑнкӑравласа ҫитеймеҫҫӗ, вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчин заведующийӗ хӑйӗн амӑшне ӗҫе илнӗ. Хут ҫинче. Тӗрӗссипе вара хӗрарӑм унта ӗҫлемен. Заведующи тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа ӗҫ вырӑнӗпе усӑ куракансене айӑплаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче хӑйӗн амӑшне кӗҫӗн воспитатель (ансатрах каласан, няня) евӗр ӗҫе илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна 39 пин тенкӗ ытларах тӳленӗ. Ҫав укҫана заведующи хӑй кӗсйине чикнӗ, унпа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
Ача пахчинчи мӗнпур хута тӗпчевҫӗсем тишкереҫҫӗ, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна чӑвашла ят панӑ. Вӑл — «Телей». Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине 220 вырӑнлӑх тунӑ.
Ҫӗнӗ ача пахчинче шӑпӑрлансене кирли йӑлтах пур. Музыка тата физкультура залӗсем, методика, логопед, тухтӑр, психолог пӳлӗмӗсем, LEGO-студи пӑхса хӑварнӑ. Столовӑя та хальхи вӑхӑт ыйтнине шута илсе тунӑ. Картишӗнче ачасене вылямалли тата уҫӑлса ҫуремелли вырӑнсем пур. Вӗсене тӗрлӗ кӳлепепе илемлетнӗ.
«Телей» ача пахчи Ҫӗнӗ Шупашкарӑн тӑххӑрмӗш микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна тума тӗрлӗ бюджетран 126 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн специалисчӗсем «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен транспорт ӗҫ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Халӑха турттаракан транспорт епле ӗҫленине пахаланӑ май миҫе минутра пӗрре хутланине, маршрут ҫинче миҫе машина пуррине шутланӑ.
Палӑртнӑ интервала пӑхӑнмасть иккен транспорт. Маршрут ҫинче транспорт шучӗ ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа пассажирсен ир-каҫ пушшех нушаланма тивет. Пӗрре — вӑрах кӗтнипе, тепре — салон лӑк туллипе. Тепӗр чарӑнусенче транспорт чарӑнмасӑр иртсе кайнишӗн те ҫынсем пӑшӑрханаҫҫӗ.
Маршрут хуҫисемпе кӑлтӑка сӳтсе явма республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ятарлӑ канашлу ирттерме палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет Александр Бурган Калашников автоматне 1 сехетре 122 хутчен сӳтсе пуҫтарнӑ. Унӑн кӑтартӑвне Раҫҫей тата Тӗнче рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ.
Александр Бурган Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейӗнче 8-мӗш класра вӗренет. Вӑл Калашников автоматне ҫапӑҫури условисене ҫывӑх лару-тӑрура, ҫӗр ҫине чӗркуҫленсе, сӳтсе пуҫтарнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна ура ҫине тӑма, кӑштах канса илме, шыв ӗҫме ирӗк панӑ. Вӑл мӗнле ӗҫленине тӳресем, яваплӑ секретарь, ассистентсем сӑнанӑ.
Палӑртмалла: Александр Бурган кӑҫал «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх кадет» ята тивӗҫнӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ паянтан пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗччен туристсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлатӗ. Ун валли ведомство «хӗрӳ лини» номерӗсене уҫнӑ. Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче телефон номерӗсем ҫапларах: 58-51-66, 58-25-95; Гигиена тата эпидемиологи центрӗнче — 56-46-66, 56-29-01, 56-29-00.
Ирхи 9 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен, 13 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен шӑнкӑравламалла.
Унсӑр пуҫне территорири уйрӑмсен номерӗсемпе ҫыхӑнма май пур: Патӑрьел районӗнчин номерӗ — (83532) 5-03-45; Канашрин — (83533) 2-24-49; Ҫӗрпӳрин — (83545) 2-13-30; Ҫӗмӗрлерин — (83536) 2-29-15; Ҫӗнӗ Шупашкартин — (8352) 78-44-19.
Пӗрлехи консультаци центрне 8-800-555-49-43 номерпе тӳлевсӗр шӑнкӑравлама юрать. Унти вырӑсла, акӑлчанла тата китайла хуравлама хатӗр.
Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар сити-менеджерӗсем иртнӗ ҫул мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ? Алексей Ладыков, Ольга Чепрасовӑпа танлаштарсан, сахалрах тупӑш тунӑ.
Шупашкар сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хӑйӗн должноҫӗнче пӗлтӗр 1 млн та 428 пин те 621,67 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Декларацире ытти тупӑша кӑтартман. Унӑн, хут ҫинчине ӗненес тӗк, машина та, куҫман пурлӑх та ҫук. Ывӑлӗн – 135,6 тӑваткал метрлӑ хваттер. Декларацире мӑшӑрӗн тупӑшӗ ҫук, вӗсем 2 ҫул каялла уйрӑлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова пӗлтӗр 1 млн те 538 пин те 497,22 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Хушма тупӑш – 60,6 пин тенкӗ. Унӑн ҫӗр лаптӑкӗ, гараж, хваттер пур.
Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 2 242 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрланакансен шучӗ Шупашкарта уйрӑмах йышлӑ пулнӑ. Унта апла кӑмӑл тунисем – пурӗ 1 116. Ҫӗнӗ Шупашкарта 253 мӑшӑр пӗрлешме шухӑшланӑ. Шупашкар районӗнче 187 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ, Патӑрьел районӗнче – 59 мӑшӑр, Ҫӗрпӳ районӗнче – 53 мӑшӑр.
Уйрӑлакансен йышӗ кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 17,1 процент сахалланнӑ, мӑшӑрланакансен – 25 процент.
Кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра ҫынсене мӑшӑрланса уйрӑлма та чарчӗҫ. Вӗсене ку утӑма тума утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ирӗк пачӗҫ.
Ашшӗ пулнине ӗнентерекен документа ЗАГС органӗсенче пурӗ 805 хутчен ҫыртарнӑ, вилни ҫинчен – 10310, ята ымшатарни ҫинчен – 187.
Элӗк районӗнче типӗ курӑк ҫунтарни чутах инкекпе вӗҫленмен. Ҫулӑма 1 гектар ҫинчи улӑма тӗп тунӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Тури Татмӑш ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑка чӗртсе янӑ. Анчах асӑрханулӑх техникине пӑхӑнманран ҫулӑм сарӑлнӑ, улӑма тӗп тунӑ.
Ҫав кунах Куславккара, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Муркаш, Улатӑр, Шупашкар районӗсенче ҫӳп-ҫап ҫуннӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1040 пушар тухнӑ. Инкексенче 32 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 47 ҫын суранланнӑ. 49 ҫынна ҫӑлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 74 ҫулти старик карточка ҫинче укҫа самаях пухнӑ. Укҫипе мӑнукӗ усӑ курнӑ, аслашшӗ вара ирӗк паман ӑна.
16 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче каччӑ аслашшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Лешӗ ӑна хӑйӗн банк каррттине апат-ҫимӗҫ туянма панӑ. Мӑнукӗ вара хӑйӗн телефонӗ ҫине сарӑм лартнӑ та ватӑ ҫыннӑн счечӗ ҫинчи укҫана хӑйӗн банк счечӗ ҫине куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 320 пин ытла тенкӗ. Ку укҫапа вӑл хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ.
Кӗҫех 16-ри ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |